Хаклӑ хӑнасем, юлташсем, туссем! Chuvash.Org пӗрлӗх сире пурне те ҫитсе пыракан Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлать! 2008-мӗш ҫул Китай гороскопӗ йӗкехӳре ҫулӗ пулӗ. Ҫак ҫул сире пурне те ырлӑх-сывлӑх, иксӗлми телей, вӑрӑм кунҫул сунасшӑн!
Начарри кивӗ ҫулта юлтӑр, ҫӗнӗ ҫулта сире лайӑххи, телейлипе ырри кӑна лектӗр!
Раштавӑн 10-мӗшпе 19-мӗшӗ хушшинче Сӗнтӗрвӑрри ача-пӑча пултарулӑхӗн ҫуртӗнче «Ачасем ӑсталанӑ теттесем» ятлӑ район конкурсӗ иртнӗ. Конкурса ачасен ӑсталӑхне, фантазине, ӳнер пултарулӑхне аталантарма йӗркеленӗ.
Конкурс иртнӗ май районӑн кашни шкулта «Хӗл мучи мастерскойӗсем» ӗҫлерӗҫ — шкул ачисем тӗрлӗ япала усӑ курса Ҫӗнӗ Ҫул ерешӗсемпе теттесем ӑсталарӗҫ. Ҫапла май ача-пӑча пултарулӑх ҫуртне пурӗ 700 ытла теттепе ереш килчӗ.
Конкурса пӗтемлетнӗ хыҫҫӑн чи ӑҫта ачасем Сӗнтӗрвӑррин 2-мӗш хула шкулӗнче, Октябрьски шкулӗнче, Сӗнтӗрвӑррин пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта, Кукашни вӑтам шкулӗнче, Хуракасси вӑтам шкулӗнче тата ача-пӑча пултарулӑхӗн ҫуртӗнче ӗҫлекен «Рукобельница» пӗрлешӳре пулни палӑрчӗ. Конкурса хаклакансем районӑн тӗп чӑрӑшне ерешлемешкӗн 650 теттене районти культура ҫуртне ӑсатрӗҫ.
Аҫӑмҫырми ял клубӗн ӗҫченӗсем Ҫӗнӗ Ҫул уявне хатӗрленеҫҫӗ. Нумай пулмасть вӗсем 6-мӗш клас ачисемпе пӗрле «Ҫӗнӗ ҫул култармӑшӗсем» ятлӑ ӳкерчӗксен конкурсне йӗркелесе ирттерчӗҫ.
Ачасемех Ҫӗнӗ Ҫулпа ҫыхӑннӑ ӳкерчӗксемпе клуб чӳречисене ерешлесе тухрӗҫ.
Конкурса пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн пур хутшӑнакана та пылак ҫимӗҫсем парнелерӗҫ.
Хаклӑ хӑнасем, юлташсем, туссем! Chuvash.Org пӗрлӗх сире пурне те ҫитес Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлать! Сире пурне те ырлӑх-сывлӑх, иксӗлми телей, вӑрӑм кунҫул сунатпӑр!
Начарри кивӗ ҫулта юлтӑр, ҫӗнӗ ҫулта сире лайӑххи, телейли, ырри ытларах лектӗр!
